ĕр самана вырăнне тепри килĕ, ăрупа ăру ылмашăнĕ. Анчах этемлĕх юмахсемпе кăсăкланма нихăçан та пăрахмĕ. Пĕрисем халапсем пулăшнипе пулăмсене ăнлантарса пама тăрăшĕç, чăнлăхран хÿтĕленĕç, вĕсемпе воспитани тĕллевĕсене пурнăçлас тесе усă курĕç теприсем вара ниме пăхмасăр асамлăха ĕненĕç...

    Ольга АВСТРИЙСКАЯ

 
Асанне юмахӗсем : сказки / составитель, автор предисловия Г. А. Матвеева, художник Е. В. Енькка. - Шупашкар : Чăваш кӗнеке издательстви, 2014. - 101 с. : цв. ил. + 1 эл. опт. диск (CD-ROM). - Загл. на колофоне : Бабушкины сказки. Экземпляры:4ф, 6ф, 8ф, 9ф, ЦБ.

Кӗнекене РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки В.И. Голубева радиопа «Асанне юмахӗсем» передачӑра каласа панӑ юмахсенчен хатӗрленӗ. Вӗсене вулама ҫеҫ мар, итлесе пӑхма та май пур. Кӗнекепе пӗрле «Чӑваш Ен» патшалах телевиденийӗпе радиовещани компанийӗн фондӗнче упранакан юмахсене ҫырса илнӗ диска хурса панӑ.

 
  Кӗлпук мучи юптарать : РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Е. Н. Никитин каласа панӑ юмахсем / художник Е. В. Енькка : [составитель, автор предисловия Г. В. Вастрюкова]. - Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2016. - 125 с. : цв. ил. : Сказки дедушки Кельбука  Экземпляры: 6ф, 3ф, 9ф.
Тантăшăмăрсем, пирĕн умра халĕ телейĕн пысăк алăкĕ яриех уçăлчĕ - Чăваш кĕнеке издательствинче 1000 экземплярлă тиражпа «Кĕлпук мучи юптарать» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Ăна пухса хатĕрлекенĕ - Чăвашрадио корреспонденчĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ Галина Вастрюкова редакторĕ - Ольга Иванова, ÿнерçи - Елена Енькка. Кăларăма РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ Ефим Никитин Чăвашрадиопа каласа панă юмахсенчен хатĕрленĕ. Чăваш халăх юмахĕсемсĕр пуçне уйрăм çыравçă тата тĕрлĕ халăх халапĕсене те тĕл пулăр кунта. Çавăнпа вĕсене танлаштарса пăхма та пулать. Сăмахлăх урлă халăх шухăшлавĕ, йăли-йĕрки пит аван курăнать.
 
Паттӑр юмахӗсем = Богатырские сказки / Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ; [редакционная коллегия: А. П. Долгова тата ыт. ; наука редакторӗ Г. А. Николаев ; Н. Г. Ильина пухса хатӗрленӗ ; художникӗ А. В. Семенова]. - Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви. – 2019. Экземпляры: ЦБ, 2ф.
"Паттӑр юмахӗсем. Богатырские сказки" стала первой книгой-билингвой, представленной в серии "Чувашское народное творчество". Богатырские сказки сохранили в своей основе древнейший мифологический пласт. В данное издание вошли материалы, подготовленные из рукописей, которые хранятся в архиве Чувашского государственного института гуманитарных наук, а также из ранее изданных сборников. Параллельно с чувашским текстом представлен филологический перевод на русский язык, то есть максимально приближенный к оригиналу. Книга оснащена комментариями, имеется словник.
 
 

Чӑваш халӑх пултарулахе. Мифсем, легендасем, халапсем = Чувашское народное творчество. Мифы. Легенды. Предания / под общей редакцией В. П. Станьяла. - Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2004. - 567 с. Экземпляры: 9ф.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ кӑларакан нумай томлӑ ярӑмӑн пӗрремӗш кӗнеки халӑх хайлалӑхӗн авалхи жанрӗсен пуххи чӑваш ӑс-хакӑлӗн нумай ӗмӗр тӑршшипе пухӑнса пынӑ тӗслӗхӗсемпе паллаштарать. Унта сӗм аваллӑхра йӗркеленнӗ хайла-хачмак та (мифсемпе легендӑсем), каярахпа пулса кайнӑ хаймак-халап та вырӑн тупнӑ. Кӗнеке чӑваш халӑх историйӗпе, тӗнӗпе, сӑмахлӑхӗпе кӑсӑкланакан кирек хӑш вулаканшӑн та усӑллӑ.

 

Улӑп : чӑваш эпосӗ / Ҫуйӑн Хӗветӗрӗ пухса сӑвӑланӑ, художник В. Г. Бритвин = Улып : чувашский эпос / изложил стихотворно, сост. Ф. Сюин. - Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1996. - 573 с. : цв.ил. - на чувашском яз.  Экземпляры: 8ф, ЦБ, 1ф, 2ф, 3ф, 4ф, 6ф, 9ф.

Чӑваш эпосӗ «Улӑп» — халӑхра упранса юлнӑ пысӑк пуянлӑх. Чӑвашсем Улӑп ҫинчен ҫӳрекен паттӑрла халап-юмахсене ӑруран ӑрӑва, ламран лава каласа пырса паянхи куна ҫитӗрме пултарнӑ. Ҫуйӑн Хӗветӗрӗ вӗсене 60 ҫул хушши пӗрчен-пӗрчен пухса, ҫӗнетсе, сӑвӑласа эпос шайне ҫитернӗ. Кӗнеке хӗрӗх юрӑран тӑрать.